Иртнӗ эрнери ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пула вырма хӑвӑртлӑхӗ чакнине пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. Паянхи кун тӗлне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене хуҫалӑхсем 228,4 пин гектар ҫулса илме ӗлкӗрнӗ, ку вӑл мӗнпур лаптӑкӑн 85,7 проценчӗпе танлашать. Тӗшӗлессе вара 226,9 пин гектар, е 85,1 процент, ҫинчен ҫапса илнӗ.
Вырмана пӗтернисем те пур. Районсенчен ҫак енпе елчӗксем мухтанма пултарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Патӑрьелсем 95 процента ҫитнӗ, сӗнтӗрвӑррисем — 92 процента, каҫалсем — 90,4 процента.
Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 21,7 центнера ларать. Пысӑк тухӑҫлисен шутӗнче — Вӑрнар районӗ (26,3 центнер), Красноармейскинче — 26 центнер, Етӗрнере — 25,8 центнерӗ Ҫӗмӗрле районӗнче тухӑҫ 17,3 центнера ларать, Улатӑрта — 16,5 центнера.
Ҫанталӑк уяр тӑрсан эрнере вырса пӗтерме шанаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 3–5-мӗшӗсенче Воронеж облаҫӗнчи «Воронежское» ӑратлӑх енӗпе ӗҫлекен предприятире техник-осеменаторсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ иртнӗ. Кун пек ӑмӑртӑва икӗ ҫулта пӗрре йӗркелеҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртӑва регионсенче ҫӗнтернисем пухӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енрен унта Комсомольски районӗнчи «Рассвет» (чӑв. Шурӑмпуҫ) ял хуҫалӑх копперативӗнчи Петр Зверев хутшӑннӑ. Ку енпе тӑрӑшакансем хушшинче арҫынсем сайра. Каҫал тӑрӑхӗнче те ҫавах. Петр Васильевич профессии ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвӗсенче яланах хастар. Кӑҫалхипе икӗ хутчен вӑл республикӑра ҫӗнтерсе Раҫҫей шайне ҫитме тивӗҫнӗ. Маларах ун пек шайри конкурса 2008 ҫулта хутшӑннӑ.
Хальхи ӑмӑртӑва 60 ытла регионти 80 ытла специалист хутшӑннине пӗлтерет Петр Зверев. «Малти вырӑна тухман пулин те хутшӑнни паха», — тет вӑл.
Авӑнӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енре выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Унта РФ министрӗ Николай Федоров хутшӑннӑ. Ӑна республика Китайпа килӗштерсе ӗҫлесси сисчӗвлентерет-мӗн.
Николай Федоров кунашкал опыт Амур облаҫӗнче пулнине аса илтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унта Китай ҫыннисем килме тытӑнсан инвесторсем юлман. Николай Федорович Китай енчисем ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене варалама пултарнине каланӑ.
Сӑмах май, РФ Президенчӗ Владимир Путин Китайпа ҫыхӑнӑва аталантарма тӑрашать. Ку уйрӑмах санкцисем йышӑннӑ вӑхӑтра пӗлтерӗшлӗ. Федераци правительствинче Президент шухӑшӗпе пурте килӗшменни куҫкӗрет.
Ларура Николай Федоров Чӑваш Ен Ҫул-йӗр фондӗнчен вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ҫулӗсем валли 5 процентран сахалрах уйӑрнине палӑртнӑ. Анчах ЧР Финанс министертсви ҫакна хирӗҫленӗ. Кӑҫал ку тӗлӗшпе 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ-мӗн. Ку 6 процентпа танлашать.
Авӑнӑн 2-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 267 пин гектар ҫинчи тыр-пула пухса кӗртнӗ. Ҫав шутра — 93,3 пин гектар тулӑ. Пӗтӗмпе 81% тыр-пула вырнӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Елчӗк районӗнче вырма вӗҫленнӗ. Патӑрьел районӗнче 90 процентне пухса кӗртнӗ. Элӗк тата Шупашкар районӗсем варахрах ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пӗтӗмпе 473,6 тонна тырӑ вырнӑ. Вӑрнар, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче 1 гектартан тухӑҫ ытларах туса илнӗ. Чи сахалли — Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче.
Уй-хирте ҫӗрулми кӑларас ӗҫ пырать. Хальлӗхе 751 гектар ҫинчи ҫимӗҫе пухса кӗртнӗ.
Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Енри хуҫалӑхсене тӗрӗслесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Республикӑн пӗрремӗш Президенчӗ, ҫӗршывӑн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров ӗнер Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламланӑ.
Ял хуҫалӑх академине пынӑ май Николай Федоров вӗренӳ заведенийӗн ректорне Людмила Линика илемлӗ чечек ҫыххи тыттарнӑ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ митинг хыҫҫӑн Федоров академин Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 41-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ общежитине ҫул тытнӑ. Унта пӗрремӗш хут пулнӑ чух вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннине аса илнӗ. «Каҫарӑр та, тепӗр хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗх витисем лайӑхрах», — тенӗ иккен вӑл. Общежитие тӗпрен юсама 40 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Халӗ студентсене пурӑнма унта хӑтлӑх кӳнӗ. Икӗ ҫын пурӑнмалӑх пӳлӗмсене компьютер лартса панӑ имӗш тата тӗнче тетелне тухмалла тунӑ. Унтан вӑл Тимирязев академийӗпе ирттернӗ видеоконференцие хутшӑннӑ. Унта вӑл Хусанти университетра хӑй вӗреннӗ чух тӑватӑ вырӑнлӑ пӳлӗмре пиллӗкмӗш пулнине аса илнӗ.
Чӑваш Енре пирӗн республикӑпа Китайӑн пӗрлехи агропаркне тума палӑртнӑ. Ку ыйтӑва иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Китай делегацийӗпе тӗл пулсан сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, «Чӑваш Енӗн аталанӑвӗн корпорацийӗ» акционерсен уҫӑ обществипе Сычуаньти SICHUAN XILIN IM/EX CO., LTD компани килӗштерсе ӗҫлесси пирки ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче икӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пуснӑччӗ.
«Проекта Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсенче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче аталантармалла. Ӑна 2014–2019 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртмелле», — тесе хыпарлать Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби. Китай инвесторӗсем выльӑх-чӗрлӗхне суйласа тӗрӗс тунӑ текен шухӑша Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ. Пирӗн патра пӑру ашӗ ҫителӗксӗр туса илнине шута илсен продукци пирӗн патра сутӑнасси иккӗлентермест.
Китай ҫыннисем Чӑвашра мӑйракаллӑ шултра выльӑха ашлӑх тата сӗт туса илмелле тытасшӑн.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакассинчи культура аталанӑвӗн центрӗн пултарулӑх ушкӑнӗсем ял халӑхне юрӑ-ташӑпа савӑнтараҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Сывлӑмпи» агитбригада — культура ҫурчӗн директорӗ Алина Максимова, Владимир Парфенов аккомпаниатор, Ирина Константиновӑпа Надежда Филиппова культйӗркелӳҫӗсем тата Алевтина Иванова библиотекарь — А.И.Марков усламҫӑ патӗнче йӗтем ҫинче ӗҫлекенсем патӗнче концертпа пулнӑ.
А.Макаров хуҫалӑхӗ вырмара лайӑх ӗҫлет. Кунта 90 тонна ытла кӗрхи тулӑ пухса кӗртнӗ. Вырмапа пӗрле кӗрхисене те акаҫҫӗ.
Хӗрӳ ӗҫре тӑрӑшакансем чӑваш тата вырӑс юррисене итлесе кӑмӑлӗсене ҫӗкленӗ.
Сӑнсем (10)
Кун пирки «Взгляд» информаци агентстви хӑйӗн ҫӑлкуҫӗ пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Унта каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейӗн аргари министерствин пуҫлӑхӗ Николай Федоров пирӗн репсубликӑри ял хуҫалӑх предприятйиӗсене тӗрӗслемелле. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Президенчӗ вӑрлӑх туса илекен хуҫалӑхсене ҫитесшӗн.
Ҫак уйӑхра Николай Федоров республикӑра пулнӑччӗ. Ун чухне вӑл, ҫурлан 4-мӗшӗнче, Россельхознадзорӑн управленине, «Россельхозцентр» федерацин хысна предприятийӗн филиалне тата «Приволжское» хуҫалӑха ҫитнӗ. Ҫурлан 6-мӗшӗнче вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Елена Бадаева ӗҫлеме пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ.
Хуласенче кӗркунне «Кӗр парни» уйӑхлӑх йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Хальхи иртнӗ вырсарникун уҫӑлнӑ.
Кун пек уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче хуласенчи суту-илӳ вырӑнӗсене ял хуҫалӑх таварне туса илекенсене ирӗклӗн усӑ курма май параҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра вырӑн укҫа ыйтмаҫҫӗ.
Шупашкара илсен, тӗп суту-илӳ вырӑнӗсене Ҫурҫӗр ярмӑрккӑра, «ДАР» тулли мар яваплӑ обществӑра тата «Николаевский» суту-илӳ комплексӗнче йӗркеленӗ. Тӗп хулара кӑна мар, республикӑри район центрӗсенче те «Кӗр парни» халӑха кӗтет. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче уйӑхлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫурлан 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӗҫ.
Республикӑри районсенче вырма хӗрӳ пырать. Чылай тӑрӑхра пултарулӑх ушкӑнӗсем йӗтем ҫине пырса концерт лартаҫҫӗ.
Ав Красноармейски районӗнчи Алманч ял тӑрӑхӗн культура аталанӑвӗн центрӗ ҫумӗнче ҫулсерен агиткультбригада йӗркеленет. Вӗсем ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен ҫынсем патне тухса ҫӳреҫҫӗ.
Кӑҫал агиткультбригада йышне культура ӗҫченӗсем кӑна мар, «Алманч кукамайӗсем» фольклор ансамбльне ҫӳрекен Е.Васильевӑпа Р.Егорова та кӗнӗ. Нумаях пулмасть ҫак ушкӑн Алманч ялӗнчи «Гигант» ЯХПКн йӗтемӗ ҫинче концерт кӑтартнӑ. Ушкӑн ҫӗнӗ юрӑсене шӑрантарса, хаваслӑ сценкӑсем лартса йӗтем ҫинче тар тӑкакан ҫынсен кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Ҫак ушкӑнах Шывпуҫ ялӗнчи В.В.Тимофеев фермер хуҫалӑхӗнчи йӗтем ҫине те концертпа ҫитнӗ.
Сӑнсем (6)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |